Популярные сообщения

понедельник, 4 июля 2011 г.

3 июля.Уяв.

 утăн 3-мĕшĕнче Тутарстанăн Нăрлат хулинче чăвашсен «Уявĕ» иртĕ. Кăçалхине шутласан вăл 5-мĕш хут ĕнтĕ пулать. Нăрлатсене саламлама чăвашран артистсем чылайăн кайĕç: Трактор тăвакан керменĕ çумĕнчи «Сувар» ташă ансамблĕ, Елчĕк районĕн культурăпа кану центрĕн «Елчĕк Ен» ансамбль, Патăрьел районĕн культурăпа кану центрĕн фольклор ушкăнĕ, Чăваш наци конгресĕн «Янра: юрă!» ушкăнĕ, тата нумай-нумай уйрăммăн юрлакан юрăçсем. Ырри тăрăхсенчен те чылай пулĕç — вырăнтисем пĕлтернипе пурĕ 21 регион ушкăнĕсем пулĕç. Нăрлат районĕнчи предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма унта ятарласа Патăрьел районĕн елчисем кайĕç — ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятисемпе культура учрежденисен ертӳçисем тата ыттисем.

Комментариев нет:

Отправить комментарий

Песня А.Наумова "Егоркино".

Архив блога