Популярные сообщения

понедельник, 4 июля 2011 г.

Чăвашсем епле пулса кайнă?

Ентешĕмĕр В.Ф. Каховский археолог "Чăваш халăхĕ пулса кайни" кĕнекинче Христос тĕнне кĕричченхи чăвашсен тата хальхи хакассен пĕр пек ятсем — çын ячĕсем, ял, вырăн ячĕсем — питĕ нумаййи çинчен çырса хăварнă. Ку кăна та мар. Кăнтăр Çĕпĕрте Чувашка ятлă икĕ ял тата Чăваш ятлă юхан шыв та пур иккен. Алтайра мар, Енисей тăрăхĕнче, Саянра.
    Чăваш çырми çинчен эпĕ пĕрре çырнăччĕ ĕнтĕ /"Хыпар", 2006, 3 №/. Вуламаннисем валли кĕскен тепĕр хут çыратăп. Карттă çинче Чăваш çырмине Тăва Республикин çурçĕр пайĕнче тупма пултаратăр. Вăл Хамсара шыв юппи. Хамсари вара Енисее юхса кĕрет. Чăваш çырми Анăç Саян ту хырçин кăнтăр айккипе юхса анать. Тăршшĕ çĕр çухрăма яхăн. Унăн ятне Аслă Тĕрĕк каганлăхĕн çыруллă пĕр палăкĕнче, VIII ĕмĕрте, асăнни пур. Унтанпа 1300 çула яхăн иртнĕ ĕнтĕ.
    Хакасипе Красноярск крайĕн чиккинче — 80 çухрăм тăршшĕ ту хырçи. Ячĕ — Джебашский хребет, — "шупаш" пек те, "чăваш" пек те илтĕнет. Ним иккĕленмелли те çук — Чăваш ту хырçи.
    Енисей тăрăхĕнче авал кет, самат /самоди/, эвенк йăхĕсем пурăннă. Вĕсем, Алтайпа Саяна тĕрĕксем вăрçса илсен пĕрисем çурçĕрелле куçса кайнă, юлнисем тĕрĕк чĕлхи йышăнса хакассен йышне ӳстернĕ, пĕчĕк пайĕ каярах вырăса тухнă. Кунти авалхи терĕксене историксем Енисей кăркăсĕсем ятпа пĕлеççĕ. Китай çул çырăвĕсенче вĕсене çĕнĕ эрăчченхи III ĕмĕр вĕçĕнчех асăнни пур.
    VI ĕмĕрте Кăнтăр Çĕпĕрте икĕ патшалăх йĕркеленет — Аслă Тĕрĕк каганлăхĕ тата Авалхи Хакас патшалăхĕ. Хакассен патшалăхне йĕркелекеннисем тата тытса тăраканнисем шăп та лăп кăркăссем пулнă. Китай çул çыравĕнче çырнă: хакас патшин титула -ажо/аже. Çак сăмах «атте» тенине пĕлтерет, чăвашсен аçа сăмахĕпе тан.
 Посмотрите ссылку http://chuvash.org/

Комментариев нет:

Отправить комментарий

Песня А.Наумова "Егоркино".

Архив блога